Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
29 Сентябрӗн , 12:09

Сухоречкăра çӑлкуҫа тирпейленĕ

Ҫӑлкуҫсене тирпейлесси — Сухоречка поселокĕн ырӑ та лайӑх йӑли.

Сухоречкăра çӑлкуҫа тирпейленĕ
Сухоречкăра çӑлкуҫа тирпейленĕ

Ҫӑлкуҫсене тирпейлесси — Сухоречка поселокĕн ырӑ та лайӑх йӑли. Ҫӑлкуҫ — ҫут ҫанталӑкӑн пӗчӗк тӗлӗнтермӗшӗ. Ҫӑлкуҫсем пирӗншӗн чи хаклӑ япаласен символӗ пулса тӑраççĕ кил-ҫурт, ҫӗршыв, Тӑван ҫӗршыв пек.

Хӗвеллӗ уяр кунсем тирпей-илем кӗртес ӗҫе малалла тӑсма та питӗ лайӑх май.

Илемлӗ ҫут ҫанталӑк объекчӗсем ҫемьесемпе, коллективсемпе тата организацисемпе канма юратнӑ вырӑнсем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсене тирпей-илем кӗртсен, тирпейлесен икӗ хут кӑмӑллӑ.

Сухоречка ялӗн ҫӑлкуҫӗнче территорие ҫӗнетнĕ: сӗтелсемпе саксене янтарь лакӗпе витнĕ, беседка илемне ҫутӑ сӑрӑсем хушнă.

Поселокра пурӑнакансене Сафинсен çемйине Минифаритпа Римана ҫӑлкуҫ ячӗпе илемлӗ вывеска тунӑшӑн питӗ пысӑк тав. Кунта чылай хӑтлӑрах та илемлӗрех пулса тӑчӗ.

 Пурте питӗ хавхаланса ӗҫленĕ: туратсене, типӗ ҫулҫӑсене пуҫтарнă, ҫӑлкуҫне хӑйне тасатнă.

Ывӑннӑскерсем, анчах питӗ лайӑх кӑмӑлпа ӗҫе вӗҫленӗ.

Кашнин хӑйӗн ӗҫӗн результатне курма кӑмӑллӑ пулнă, кашниех ҫак ӗҫе хӑйӗн ӑшшин пӗр пайне кӗртнĕ.

#Сухоречнскаясельскаябиблиотека
#Бижбуоякскийрайон
#родноесело
#Живиродник #Добрыедела
#Роднойкрай #волонтеры

Сăнÿкерчĕкĕсем: Сухоречкăри ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public172383754

 

 

Сухоречкăра çӑлкуҫа тирпейленĕ
Сухоречкăра çӑлкуҫа тирпейленĕ
Сухоречкăра çӑлкуҫа тирпейленĕ
Сухоречкăра çӑлкуҫа тирпейленĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас