«Юннатсем» Регионти экологи слечӗн виҫҫӗмӗш кунӗ вӗҫленсе пырать, анчах мероприятисем вӗҫленмен-ха. Слет экологи проекчӗсене хӳтӗленипе пуҫланнă, унта пӗтӗм республикӑри вунă команда тупӑшнă. Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн
5«в» класра вӗренекен тăхăр ҫынран тӑракан «Эпир - Пӗрремӗш Юннатсем» команда ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнă. Унтан «Кандрыкуль» ҫут ҫанталӑк паркне тухса кайнă, унта экологи сукмакӗпе экскурси ирттернĕ. Ачасем ҫак хӑйне евӗрлӗ вырӑнта сайра тӗл пулакан ӳсен-тӑранпа чӗр чунсем пурӑннине пӗлнĕ. Кӳлӗ хӗрринче вырнаҫнӑ лагере пурӑнма куҫсан экологи квизӗ иртнӗ. Ывӑннӑ, анчах кӑмӑллӑ юннатсем ҫывӑрма кайнă.
Ӗнер вара ҫӗнӗ вӑй-халпа, ҫӗнӗ уçассисем тӑвас ӗмӗтпе «Кандрыкуль" ҫут ҫанталӑк паркӗнчи кайӑксем» орнитологи акцине ҫул тытнă. Ачасем умĕнче Раҫҫей кайӑксене сыхлакан союзӗн Пушкӑрт уйрӑмӗн председателӗ - Эльмира Земфировна лекципе тухса каланă. Ҫавӑн пекех ҫыран территорине тирпейлетнĕ, «Раҫҫей шывӗ» акцие хутшӑннă. Тата Аслӑ Отечественнăй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ Асӑну аллейинче пилеш хунавӗсем лартнă. Кӳлӗ шывне тӗпчекен практика занятийӗсенче пулса курнă. Пирӗн командӑна дипломсемпе сертификатсем парса чысланă. Унтан вара ачасем «Пушкӑртстанӑн симӗс йӗрӗ» экологи кейс-чемпионатӗнче командӑсем тӑрӑх хӑйсен проекчӗсене шухӑшласа кӑларса хӳтӗленӗ. Слет программи питӗ тулăх та илӗртӳллӗ пулнă, унтан тата нумай интересли иртнĕ тата киле ҫул кӗтнӗ.
Ҫут ҫанталӑка юратӑр, упрӑр, хаклӑ туссем!
#юннаты
#ДвижениеПервых
#экологическийслёт
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.