Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
22 Октябрӗн , 11:01

Росприроднадзор пуҫлӑхӗ Путина РФ Экологи кодексне йӗркелеме сӗннӗ

#владимирпутин

Росприроднадзор пуҫлӑхӗ Путина РФ Экологи кодексне йӗркелеме сӗннӗ
Росприроднадзор пуҫлӑхӗ Путина РФ Экологи кодексне йӗркелеме сӗннӗ

 

#владимирпутин

Росприроднадзор пуҫлӑхӗ Светлана Радионова Раҫҫей Президенчӗпе Владимир Путинпа юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тӗл пулнӑ вӑхӑтра РФ Экологи кодексне йӗркелеме сӗннӗ.

«Беларуҫри пирӗн ӗҫтешсем ку тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ, Китай Экологи кодексӗн питӗ япӑх мар проектне туса хатӗрлет, çавӑнпа та Валентина Ивановна Матвиенко Экологи кодексне туса хурасси е сӳтсе явасси пирки Нева экологи форумӗнче каланӑ сӗнӳсем патне таврӑнсан аван пулӗччӗ тесе шутлатпӑр», — тенӗ вӑл.

Радионова каланӑ тӑрӑх, кунашкал мера Раҫҫее саккунсене йӗркелеме, бизнеса тӗп требованисене ӑнланма пулӑшӗ. Унсӑр пуҫне халӑх та ҫак документа тунӑ ҫӗре хутшӑнма пултарӗ.

Ведомство пуҫлӑхӗ ҫак мерӑна пурнӑҫа кӗртме пӗр ҫул кӑна кирлӗ маррине, анчах «ҫакна тума вӑхӑт ҫитнӗ» тесе хушса каланӑ.

 

Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/

 

https://iz.ru/1976274/2025-10-21/glava-rosprirodnadzora-predlozhila-putinu-sozdat-ekologicheskii-kodeks-rf

 

 

Росприроднадзор пуҫлӑхӗ Путина РФ Экологи кодексне йӗркелеме сӗннӗ
Росприроднадзор пуҫлӑхӗ Путина РФ Экологи кодексне йӗркелеме сӗннӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас