Ноябрӗн 11-мӗшӗнче Аит ялӗнчи Фатих Карим ячӗллӗ вăтам шкулта вӗренекенӗсем «Кайӑксене çитерӗр» акци шайӗнче кайӑксене тӑрантармалли хатӗрсем ӑсталаса йывӑҫ тураттисем ҫине ҫакнă.
Эпир хамӑрӑн ачасене кӗҫӗн классенченех «тӗклӗ туссене» пӑхма хӑнӑхтаратпӑр. Кайӑксемшӗн тӑрӑшса эпир ачасене ырӑ кӑмӑллӑх, хӗрхенӳ йышши пахалӑхсем ӳстеретпӗр, ачасем тӑвансен, ҫывӑх ҫыннисен тата тусĕсен инкекӗсемпе нушисене тимлӗрех пӑхаҫҫӗ.
Пирӗн ачасем кайӑксене питӗ юратаҫҫӗ, вӗсене кӑмӑлласа пӑхаҫҫӗ. Вӗсем кайӑксем валли апат илсе килнĕ, хӗлле те, пушӑ ан пулччӑр тесе, тӑрантарма тата сӑнама пулнă. «Тӗклӗ туссем» вара вӗсене хирӗҫ хуравлаҫҫӗ — ҫуркуннепе ҫу каҫипех хӑйсен илемлӗ юррисене юрлаҫҫӗ!
#БижбулякскийРайон
#СиничкинДень
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.