Ситек ялӗнче ҫӑлкуҫа юсассипе экологи субботникӗ иртнӗ. Тахҫан ахаль ҫеҫ хӳсе лартнӑ ҫӑлкуҫа тасатнӑ ҫӗре ял ҫыннисем хутшӑннă. Палӑртмалла: ҫӑлкуҫ патӗнчи субботник ял ҫыннисен ырӑ та лайӑх йӑли.
Экологи субботникӗ - ял таврашӗнчи ҫӑлкуҫсене хӳтӗлеме тата сыхласа хӑварма пулӑшакан пуҫару. Акци ҫӑлкуҫсен экологи тӑрӑмӗн ыйтӑвӗ тата вӗсене упраса хӑвармалли пирки общество тимлӗхне илӗртме тивӗҫ.
Экоактивистсем килӗштерсе ӗҫленипе ҫӑлкуҫ куҫ умӗнчех чӗрӗлнӗ, шыв ҫӗр айӗнчен вӑйпа тапма пуҫланă.
Ҫак пархатарлӑ ӗҫе хутшӑннисене пурне те пысӑк тавтапуç.
Пӗрле вӑй хурса кӑна хамӑр тӑван тӑрӑха лайӑхрах, илемлӗрех, тасарах тума пултаратпӑр-ҫке!
Ҫӑлкуҫсене йӗркелесе вӗсене хӳтӗлесси - пирӗн пӗрлехи ӗҫ!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public209222636