Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
18 Декабрӗн , 13:07

«Эпир кайӑксене мӗнле апатлантартӑмӑр...» уҫӑлса ҫӳрени

Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачĕн «Пчелки» аслӑ ушкӑнри ачасем хӑйсен участокӗнчи кайӑксене хаваспах апатлантараҫҫӗ.

«Эпир кайӑксене мӗнле апатлантартӑмӑр...» уҫӑлса ҫӳрени
«Эпир кайӑксене мӗнле апатлантартӑмӑр...» уҫӑлса ҫӳрени


«Кайӑксем, кайӑксем килĕр,
Эпир сире хӑналас тетпӗр!
Мӗн чухлӗ ҫиес килнине ҫийӗр,
Эпир сире пӗрчӗсем паратпӑр!»

Хӗл каҫакан кайӑксене тӑрантарасси кӑсӑк та савӑнӑҫлӑ ӗҫ кӑна мар, ачасене вӗрентесси тата воспитани парасси те. Калаҫусем, сӑнавсем урлӑ ачасем вӗҫен кайӑксен тӗрлӗлӗхӗ ҫинчен пӗлӗҫ, вӗсене пӑхма вӗренӗҫ; савӑнăç, тӗлӗнÿ, хĕпĕртÿ туйĕç.
Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачĕн «Пчелки» аслӑ ушкӑнри ачасем хӑйсен участокӗнчи кайӑксене хаваспах апатлантараҫҫӗ, мӗнле кайӑксем апат ҫиме вӗҫсе килнине сӑнаҫҫӗ.
Кайӑк-кӗшӗке тӑрантарма ушкӑнри ашшӗ-амӑшӗсем питӗ пысӑк пулӑшу параççĕ: ачасемпе пӗрле апат памаллисем ӑсталанӑ, апатне те илсе килнӗ.
Ачасем, лайӑх ӗҫ тунине пӗлеҫҫӗ - кайӑксене ҫулталӑкри чи йывӑр вӑхӑтра пурӑнма пулӑшаҫҫӗ.

#ДетскийСад #Природа #ЗаботаОПтицах

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210640710

 

 

 

«Эпир кайӑксене мӗнле апатлантартӑмӑр...» уҫӑлса ҫӳрени
«Эпир кайӑксене мӗнле апатлантартӑмӑр...» уҫӑлса ҫӳрени
Автор: Марина Иванова
Читайте нас