Январĕн 15-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра хӗл каҫакан кайӑксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачӗн «Смешарики» шкула хатӗрленекен ушкӑнӗнче пирӗн тӗклӗ туссемпе тӑрӑшуллӑ хутшӑну йӗркелес тӗллевпе кӑсӑк тематика мероприятийӗ иртнӗ.
Ачасем хӗлле мӗнле кайӑксене курма май пуррине аса илнĕ, вӗсене апатлантармалли правилӑсене сӳтсе явнă. Унтан шкул ҫулне ҫитмен ачасем «Хӗл каҫакан кайӑксем» дидактика вӑййине хаваспах вылянӑ, тупмалли юмахсене шутласа тӗрлӗ кайӑк сӑнне ӳкернӗ ӳкерчӗксене пӑхса тухнӑ.
Ачасем илнӗ мӗнпур пӗлӳпе тата ӑсталӑхпа урамра хаваспа усӑ курнӑ, тӗклӗ тусĕсем валли чӑн-чӑн столовӑй йӗркеленӗ. Атьӑр пирӗн хӗл каҫакан туссем ҫинчен пӗрле тӑрӑшар!
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210640710