Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче кайӑксене эко-тӑрантармалли хатӗрсем хатӗрлессипе кӑсӑк та усӑллӑ ӑсталӑх класӗ иртнӗ. Хутшӑнакансем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса кӑна мар, ҫутҫанталӑкшӑн тӑрӑшас ӗҫе те чӑн тӳпе хывнӑ.
Заняти вӑхӑтӗнче ачасем кайӑксене мӗншӗн апатлантармаллине, уйрӑмах сивӗ вӑхӑтра, пӗлнĕ, юрӑхлӑ апат тӗсӗсемпе тата тӑрантаракансене хӑрушлӑхсӑр вырнаҫтармалли йӗркесемпе паллашнă. Экологи тӗлӗшӗнчен уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ: апатлантаракансене ҫутҫанталӑк тата тирпейленекен материалсенчен, тавралӑхшӑн хӑрушсӑррисенчен тунӑ.
Кун пек мероприятисем ачасен ҫут ҫанталӑка яваплӑ хутшӑнӑвне йӗркелеҫҫӗ, экологи шухӑшлавне, ӗҫченлӗхне тата ырӑлӑхне аталантараҫҫӗ. Кайӑк-кӗшӗкшӗн тӑрӑшни - тавралӑха упраса хӑварас тӗлӗшпе пӗчӗк, анчах питӗ пӗлтерӗшлӗ утӑм.
Апат-ҫимӗҫе хамӑр алӑпа туса ачасене ахаль тума мар, усӑллӑ тума вӗрентетпӗр.
«Пӗрремӗшсен ырӑ мастерскойне» хутшӑнакансене пурне те хастарлӑхшӑн, тӑрӑшулӑхшӑн тата тимлĕ пулнăшăн тавтапуҫ. Ырӑ ӗҫсем малалла тӑсăлччăр!
#ДвижениеПервых
#ПервичкаВДеле
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public144264663