Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
24 Мартӑн , 11:56

«Шӑнкӑрчсем валли çурт» акци

Хушăлкари ял библиотекине килте тунӑ шӑнкӑрч йӑвисемпе ҫемьесем килнӗ.

«Шӑнкӑрчсем валли çурт» акци
«Шӑнкӑрчсем валли çурт» акци

Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче шӑматкун, канмалли кун шайӗнче, Хушăлкари ял библиотекине килте тунӑ шӑнкӑрч йӑвисемпе ҫемьесем килнӗ. Маларах ял библиотеки пӗлтернӗ «Шӑнкӑрчсем валли çурт» акци куҫа илӗртнӗ, ял çыннисем унта хастар хутшӑннă. Доброволецсен хушшинче икӗ ҫемье пулнӑ: Марковсен ҫемйи, унта Артем ашшӗпе Никита, Тимофей тата Мирон ывӑлӗсем пулнă, çавӑн пекех Новиковсен çемйи Александр ашшӗпе Леон, Савелий, София тата Стефания ачисемпе хутшăннă. Ҫемье пуҫӗсем шӑнкӑрчсем валли çуртсене лартнӑ вӑхӑтра ҫамрӑк хутшӑнакансем процеса чӑтӑмсӑррӑн сӑнанӑ. Ҫывӑхра ларакан кайӑксем, тунӑ ӗҫшӗн пурте хӗпӗртенине пайланӑ пек, юрлама пуҫланă. Хутшӑнакансем пурте пӗрле ӗҫленипе питӗ кӑмӑллӑ пулнă: ачасем хӑйсен ашшӗсем ҫине ытараймасӑр пӑхнă, ашшӗсем вара хӑйсен тӑрӑшулӑхне, ачисене тимленине кӑтартнă.

#СубботнийВыходной
#СчастливБытьОтцом
#ГодБольшойДружнойсемьи
#КошЕлгинскаясельскаябиблиотека
#БижбулякскаяЦБС

Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public131542087

 

 

 

«Шӑнкӑрчсем валли çурт» акци
«Шӑнкӑрчсем валли çурт» акци
«Шӑнкӑрчсем валли çурт» акци
«Шӑнкӑрчсем валли çурт» акци
«Шӑнкӑрчсем валли çурт» акци
Автор: Марина Иванова
Читайте нас