Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
27 Мартӑн , 10:53

Кистенлĕри Культура ҫуртĕнче шыв çинчен калаçнă

Ҫулсерен мартăн 22-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери шыв ресурсӗсен кунне е Пӗтӗм тӗнчери шыв кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Кистенлĕри Культура ҫуртĕнче шыв çинчен калаçнă
Кистенлĕри Культура ҫуртĕнче шыв çинчен калаçнă

Ҫулсерен мартăн 22-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери шыв ресурсӗсен кунне е Пӗтӗм тӗнчери шыв кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Кистенлĕри Культура ҫурчӗн «Шыв – ҫутҫанталӑк тӗлӗнтермӗшӗ» тематика программине хутшӑнакансем шыв ҫын пурнӑҫӗнче мӗнле вырӑн йышӑннине, ҫавӑн пекех шыв пирки чи интереслӗ те тӗлӗнмелле фактсем пулнине пӗлнĕ. Килте, шкулта тата ҫутҫанталӑкра шыва перекетлес тӗлӗшпе пиртен кашниех мӗнле кулленхи утӑмсем тума пултарнине пӑхса тухнă.
Мероприяти вӑхӑтӗнче хутшӑнакансем шыв çинчен ваттисен сӑмахӗсене, каларӑшсене аса илнӗ, тупмалли юмахсене тавҫӑрнă, «Ытарлӑ утрав» конкурсăн ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Мероприяти пӗтӗмлетӗвӗнче шыв пурнӑҫ пулнине тепӗр хут аса илтернĕ, ҫавӑнпа та пирӗн пурин те хамӑрӑн шыв ресурсӗсене упрамалла, вӗсене сыхламалла, рационаллӑ усӑ курмалла.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура ҫурчӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club203777291

 

Кистенлĕри Культура ҫуртĕнче шыв çинчен калаçнă
Кистенлĕри Культура ҫуртĕнче шыв çинчен калаçнă
Кистенлĕри Культура ҫуртĕнче шыв çинчен калаçнă
Кистенлĕри Культура ҫуртĕнче шыв çинчен калаçнă
Кистенлĕри Культура ҫуртĕнче шыв çинчен калаçнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас