Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
31 Мартӑн , 10:55

Ача садĕнче кайăксене халалланă эрне иртнĕ

Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачӗн «Пчелки» аслӑ ушкӑнра планпа килӗшӳллӗн «Кайӑксене кĕтсе илетпĕр» тематика эрни иртнӗ.

Эрне тӑршшӗпе ачасемпе кайӑксем ҫинчен калаҫнă, ҫырура та, уҫӑлса ҫӳренӗ чухне те кайӑк сассине итленĕ. Сӑнавсем вӑхӑтӗнче ачасем кайӑксем юрлани ҫынна лӑплантарнине, кӑмӑл-туйӑма, ыйха лайӑхлатнине, ҫын организмӗн пӗтӗмӗшле лару-тӑрӑвне лайӑх витӗм кӳнине пӗлнӗ.

Ачасем тӗклӗ туссем ҫинчен тӗрлӗ ӗҫ-хӗлпе ӗҫ формисенче пӗлнине ҫирӗплетнӗ.

- Калавсем вулани ачасене кайӑксен тӗнчин тӗрлӗ тӗсне туллинрех те ҫутӑрах туйма, тӑван ҫутҫанталӑкӑн илемне лайӑхрах ӑнланма, унӑн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме, унӑн тусӗ пулма май панă.

- Ӳкернĕ материала, открыткӑсене, картинӑсене пӑхса тухни ачасене тӗклӗ туссен тӗнчине, вӗсен тӑрӑшулӑхӗпе пӑшӑрханӑвне питӗ илӗртнӗ. Ачасем тӗрлӗ йышши кайӑксен пурӑну вырӑнӗсене, йӑлисене, пурнӑҫ уйрӑмлӑхӗсене аса илнӗ.

- Тухӑҫлӑ ӗҫ-хӗл тӗсӗсемпе занятисенче ачасем хӑйсен пӗлӗвне, куҫса ҫӳрекен кайӑксем ҫинчен ӳкерчӗксенче, аппликацире, хутран конструкциленӗ шухӑшӗсене илемлӗ формӑпа сӑнарланӑ.

Эрне хушшинче ачасем кайӑксен пурнӑҫӗпе хӑйсен пӗлӳллӗ интересне, кӑсӑклӑхне, хастарлӑхне кӑтартнă.

#Перелетныептицы

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен

https://vk.com/public210640710

Ача садĕнче кайăксене халалланă эрне иртнĕ
Ача садĕнче кайăксене халалланă эрне иртнĕ
Ача садĕнче кайăксене халалланă эрне иртнĕ
Ача садĕнче кайăксене халалланă эрне иртнĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас