

Пирӗн ура айӗнче пӗтӗм ҫут ҫанталӑк аптеки ӳснине пӗлетӗр-и эсир? «Пӗрремӗшсен юхӑмӗн» хастарӗсем ҫакна хӑйсем тишкерме шут тытнӑ, илӗртӳллӗ эко-экскурсие ҫул тытнӑ. Ачасем чӑн-чӑн ботаниксен ролӗсене хӑйсем ҫине хурса пӑхнă.
Флорӑна тĕпченĕ: сиплӗ курӑксене ахаль ҫум курӑксенчен уйӑрма вӗреннӗ.
Гербарий пуҫтарнӑ: чи кӑсӑк тупусене палӑртнӑ.
Вӑрттӑнлӑхсене пӗлнĕ: хӑнӑхнӑ ӳсен-тӑранӑн усӑллӑ енӗсене —подорожникран пуҫласа цикори таранах-хӑйсем валли уҫнă.
Ҫут ҫанталӑка упрани — ӑна пӗлни пулать! Пирӗн экскурси экологин кичем лекцийĕсем мар, тӗлӗнмелле уçусемпе тулнӑ чӗрӗ тӗнче пулнине кӑтартса пачӗ.
#ЮннатскиеЭкспедиции
#ДвижениеПервых
#ЮннатыПервых
#ДвижениеПервыхБижбулякскийрайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек районĕнчи «Пӗрремӗшсен юхӑмӗн» социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/mypervie_bijbulyak