Çутă çул
+12 °С
Облачно
Экологи
10 Октября , 03:47

Пӗчӗк йӗкелсем — пирӗн вӑрманӑн пысӑк пуласлӑхӗ!

Пишпӳлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрĕн «Березка» шкул лесничествине хутшӑнакансем хӑйсен пӗчӗк, анчах питӗ яваплӑ «лӑпкӑ сунарне» тухнă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пӗчӗк йӗкелсем — пирӗн вӑрманӑн пысӑк пуласлӑхӗ!Пӗчӗк йӗкелсем — пирӗн вӑрманӑн пысӑк пуласлӑхӗ!
Пӗчӗк йӗкелсем — пирӗн вӑрманӑн пысӑк пуласлӑхӗ!

Кӗркунне — ылтӑн ҫулҫӑсен кӑна мар, ҫут ҫанталӑкӑн чӑн-чӑн тусӗсемшӗн пӗлтерӗшлӗ ӗҫ вӑхӑчӗ. Пишпӳлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрĕн «Березка» шкул лесничествине хутшӑнакансем хӑйсен пӗчӗк, анчах питӗ яваплӑ «лӑпкӑ сунарне» тухнă.
Перчеткепе тата питӗ лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа хӗҫпӑшалланса, ачасем ҫывӑхри вӑрманта юман йӗкелĕсем пуҫтарнă. Тупнӑ кашни йĕкел —хӑватлӑ юман, вӑл нумай ҫултан мӗлке тата таса сывлӑш парнелӗ.
Пухнӑ пӗтӗм тырпул шкул питомникне кайӗ. Унта ачасем вӗсене тирпейлӗн хатӗрленӗ ҫӗре лартӗҫ. Пулас юмансем мӗнле шӑтса тухса вӑй-хал пухассине сӑнӑпӑр, кайран вӗсене шкул аллейине лартма е хамӑр района ешерме парнелеме пултарăпăр.
Пирӗн ҫамрӑк лесничисемпе мăнаçланатпӑр! Ҫут ҫанталӑка упрасси шӑпах ҫакӑн пек пӗчӗк, анчах питӗ кирлӗ ӗҫсенчен пуҫланать.
#НовостиЭкостанции
#ЭкостанцииБашкортостанадействуют
#ШкольноеЛесничество

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/public144264663

 

 

Пӗчӗк йӗкелсем — пирӗн вӑрманӑн пысӑк пуласлӑхӗ!
Пӗчӗк йӗкелсем — пирӗн вӑрманӑн пысӑк пуласлӑхӗ!
Пӗчӗк йӗкелсем — пирӗн вӑрманӑн пысӑк пуласлӑхӗ!
Пӗчӗк йӗкелсем — пирӗн вӑрманӑн пысӑк пуласлӑхӗ!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас