

Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачĕн «Ӑмӑрткайӑксем-шкул ҫулне ҫитмен ачасем» пысӑк та хисеплӗ роле — экологсен рольне — хӑйсем ҫине виҫсе пӑхнӑ!
Уҫӑлса ҫӳренӗ чухне ачасем кӗрхи ҫулҫӑсем ҫине пӑхса савӑннӑ кӑна мар, чӑн-чӑн экологи миссине кайнӑ. Кӗреплесемпе, шăпăрпа тата, паллах, лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа хӗҫпӑшалланса ҫамрӑк ҫут ҫанталӑка хӳтӗлекенсем ача сачĕн участокӗнчи тӑкӑннӑ ҫулҫӑсене харӑс пуҫтарса илнĕ.
Ӗҫ вӗресе тӑнă. Ачасем хӗрсе кайса ҫулҫӑсем пуҫтарнă, пӗр-пӗрне пулӑшнă, хӑйсен ӗҫӗн кӑтартӑвӗпе питӗ мăнаçланнă. Ҫав вӑхӑтрах тасалӑха тытса пыни, пирӗн планетӑшӑн тӑрӑшни мӗншӗн ҫав тери пӗлтерӗшлӗ пулнине аса илнĕ.
Участок халӗ тасалӑхпа ҫиҫет, пирӗн Ӑмӑрткайӑксем вара хастарлӑх тата ырӑ ӗҫшӗн мӑнаҫлӑх илнĕ.
#ОрлятаДошколята #ЮныеЭкологи #ДетскийСад #ЭкологическоеВоспитание #Прогулка #ТрудовоеВоспитание #БерегиПрироду #ОсеньВДетскомСаду
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/club210640710