Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
8 Мартӑн 2020, 18:23

Уфара промышленнăç туризмĕ аталанĕ

Уфа администрацийĕ хула технопаркĕсемпе, предприятийĕсемпе, «Майс Маркет» ООО тата «Многопрофильный информационно-туристический центр «Уфа» ОООБизнес туризм агентствипе промышленнăç туризмне аталантарасси пирки килĕшÿ алă пуснă.

— Уфан производство потенциалĕ пысăк, çавна май туризман çак енне аталантарма кирлех, — тенĕ Уфа администраци пуçлăхĕн çумĕ Николай Фадеев. Халĕ республикăн тĕп хулин производство комплексĕнче 130 пысăк тата вăтам предприяти, 4000 ытла пин пĕчĕк тата вăтам бизнес.
Уфана çулталăкне миллиона яхăн çын килсе каять. Вĕсенчен 80—90% — выставкăсене хутшăнакан, ĕçпе килекен тата ытти корпоративлă мероприятисене хутшăнакан бизнес-туристсем.
Уфара çулсерен 3 пин ытла тĕрлĕрен мероприяти иртет.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: