Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Экономика
12 Мартӑн 2020, 12:41

2021-2022 çулсенче Пушкăртстан Хĕвелтухăç енчен тухмалли çула тума 10,2 млрд. тенкĕ илет

РФ Правительствин постановленийĕпе Салават Юлаев проспекчĕпе М-5 федераллĕ трассăна çыхăнтаракан Хĕвелтухăç енчен тухмалли çула тумалли проекта пурнăçлама çĕршыв бюджетĕнчен 1,5 млрд тенкĕ уйăрнă.

2021 çулта ПР Патшалăх Пухăвĕн — Курултайĕн даннăйĕсем тăрăх, республика проект валли федераллĕ укçа-тенкĕрен 2,2 млрд тенкĕ, 2022 çулта — 8 млрд тенкĕ илмелле.
Хĕвелтухăç енчен тухмалли çул тумаллин пĕтĕмĕшле хакĕ (унта 1,2 километр тоннель, Уфа шывĕ урлă кĕперлĕ эстакада, М-5 трасса таран çул кĕрет) 33,5 млрд тенкĕпе танлашать. Строительство срокĕ 4 çул пулмалла.
Транспорт коридорĕ тума 9,99 млрд тенкине федераллĕ бюджет, 4,5 млрд — республика бюджечĕ уйăрмалла, 9,1 млрд. концессионер укçи-тенки.
Маларах шутланипе килĕшÿллĕн, Хĕвелтухăç енчен тухмалли çулпа (енчен те ун тăрăх иртесси тÿлевлĕ пулсан та) талăкне 20 пин автомобиль иртмелле. 2037 çул тĕлне талăкне 35 пин машина иртессине планлаççĕ.
«Башинформ» материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: