Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев ку ыйтусене çывăх кунсенчех татса парассине çирĕплетрĕ. Çийĕнчен система йĕркелекен предприятисен федераци шайĕнчи списокне хатĕрлени çинчен каланă май экономика аталанăвĕн министрне унта республикăри пысăк предприятисене кĕртмелли пирки асăрхаттарнă: «Трактор завочĕ кĕмесĕр юлас хăрушлăх пур. Кĕртмеллех. Чан çапмалла. Кирлĕ тĕк — Мантуровран пуçласа Мишустин таранах». Чăрмавсем тухса тăрсан ку ĕçе хăй те хутшăнма хатĕррине пусăм тусах палăртнă.
Пассажирсене илсе çӳрекен транспорт пирки сăмах пулнă. Общество палатин представителĕ Сергей Яруткин палăртнă тăрăх, перевозчиксем лизингпа çĕнĕ автобуссем туяннă, лизинг компанийĕсем тӳлевсене каяраха куçармаççĕ, мĕншĕн тесен банксенчен укçа илнĕ — вĕсене тӳлемелле. Çавăнпа лизингпа туяннă транспорта туртса илессипе хăратаççĕ-мĕн.
Çакнашкал çивĕчлĕх тĕп хулари троллейбуссем тĕлĕшпе те тухса тăнă. Алексей Ладыков сити-менеджер пĕлтернĕ: изоляцие пула пассажирсен шучĕ 70% чухлех чакнă. Çавăнпа маршрутсем çине тухакан транспорт шутне те çурри таранах чакарма тивнĕ. Анчах унтан ытла чакараймăн, троллейбуссем пушăлла çӳреççĕ. Çавна пула троллейбус управленийĕ пуш-ака уйăхĕсенче çухатакан тупăш кăна 120 миллион тенкĕпе танлашĕ. Управленин вара хайхи лизингшăн тӳлемелле — çĕнĕ троллейбуссене çак мелпе туяннă.
Суту-илӳпе промышленноç палатин /форс мажор лару-тăрăвне çирĕплетекен документа шăпах çак тытăм парать/ президенчĕ Игорь Кустарин каланă тăрăх, çак кун тĕлне 119 предприятипе предприниматель палатăран форс-мажор сертификатне ыйтнă та ĕнтĕ. Ытларахăшне сертификат коммуналлă тӳлевсене, аренда укçине тӳлессине каяраха куçарма кирлĕ. Пĕр пайĕ хăйсем шантарнă пулăшу ĕçĕсене пурнăçлайманнине çак документпа сăлтавласшăн. Палата кашни тĕслĕхе тĕплĕ тишкерет, кашнинех пулăшма тăрăшать. Игорь Владимирович иккĕленмест: сертификат ыйтакансен йышĕ çывăх вăхăтрах пысăк хăвăртлăхпа ӳсĕ.