Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
15 Апрелӗн 2020, 10:47

Путин апрельте электроэнергипе сахалрах усă курни пирки пĕлтернĕ

#владимирпутинАпрелĕн малтанхи 12 кунĕнче Раççейĕпе электроэнергипе усă курасси 5% чакнă. Çакăн пирки Раççей Президенчĕ Владимир Путин ĕнер, апрелĕн 14-мĕшĕнче, экономика ыйтăвĕсене чысланă канашлура каланă.

«Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, электроэнергипе усă курасси 5 % чакнă, эппин, предприятисем хăйсен хăватне сахалрах ĕçлеттернĕ», — тенĕ вăл.
Путин шучĕпе энергоресурссемпе усă курни экономика кăтартăвĕсенчен пĕри пулса тăрать.
Мартăн 25-мĕшĕнче Путин коронавирус сарăлассине чарас тĕллевпе Раççейре мартăн 30-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 5-мĕшĕччен ĕçлемелли мар эрне (ĕç укçине сыхласа хăвармалла) пулни пирки каланă. Тепĕр кунне Раççей правительстви влаçăн федераллĕ органĕсене предприятисенче май пур таран ытларах ĕçлекенсене инçетри ĕç йĕркине куçарма хушнă.
«Известия».
Читайте нас: