Çакăн пирки çемье, ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Ленара Иванова республика правительствин оперативлă канашлăвĕнче пĕлтернĕ.
Министр сăмахĕсем тăрăх, асăннă порталта онлайн режимра ĕçсĕррисем регистрациленмелли вăхăтлăх правилисем апрелĕн 9-мĕшĕнчен вăйра тăраççĕ.
Ленара Иванован прогнозĕ тăрăх, майăн 1-мĕшнелле Пушкăртстанра ĕçсĕррисем хальхинчен 10 пин ытларах пулаççĕ.
Мартăн 26-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 17-мĕшĕччен Пушкăртстанри 7,5 пин ытла ĕç паракан порталта регистрациленнĕ, тенĕ министр.