Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
12 Майӑн 2020, 14:59

Декретри хĕрарăмсене ĕçе илекен предпринимательсене патшалăх пулăшăвĕ параççĕ

Пушкăртстан Республикин Патшалăх Пухăвĕн — Курултайĕн депутачĕсем «О внесении изменений в Закон Республики Башкортостан «О развитии малого и среднего предпринимательства в Республике Башкортостан» закона пĕрремĕш вулавра йышăннă.

Закона йышăнсан, ача виçĕ çул тултариччен декрет отпускĕнчи хĕрарăмсене тата çичĕ çулчченхи ачасемлĕ хĕрарăмсене ĕçе илекен вак тата вăтам предпринимательство субъекчĕсем патшалăх пулăшăвне илме пултараççĕ.
— Пĕчĕк ачасемлĕ хĕрарăмсене ытларах чухне ĕçе вырнаçма хĕнтерех. Ача виçĕ çул тултарман вăхăтра та хăшĕ-пĕрисен ĕçлес кăмăл тата май вара пур. Çитменнине декрет отпускĕн пĕрремĕш пайĕнче кăна пособи тÿлеççĕ, — комментири панă Патшалăх Пухăвĕн председателĕ Константин Толкачев. — Закон проекчĕ ачасемлĕ хĕрарăмсен ĕç прависене хÿтĕлемелле. Пирĕн шутпа, асăннă норма демографи лару-тăрăвĕ çинче лайăх енчен палăрмалла. Чылайăшĕ экономика йывăрлăхĕсене пула, хĕрарăм ĕçсĕр тăрса юласран хăраса ача çуратмаççĕ.
Закона йышăннă хушăра бизнес пĕчĕк ачасемлĕ хĕрарăмсене ĕçе илессипе интересленет. Пуçару республикăри чылай çынна тивет.
Патшалăх паракан пулăшу формисен шутне пурлăхпа çăмăллатнă условисемпе усă курасси, субсиди йышши финанс пулăшăвĕ, ярмаркăсем, выставкăсем, конгрессем йĕркелеме пулăшни тата ытти кĕме пултарать.
«Башинформ».
Читайте нас: