Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
16 Июлӗн 2021, 13:42

Укçа пухса пынин усси çук

Пушкӑртстанра пурӑнакан ҫынсенчен пилӗк проценчĕ укҫа пухассин пӗлтерӗшне курмаҫҫӗ. hh.ru тӗпчев службин пӗтӗмлетӗвӗсем ҫакӑн пек.  

Укçа пухса пынин усси çук
Укçа пухса пынин усси çук

Пушкӑртстанра пурӑнакан ҫынсенчен пилӗк проценчĕ укҫа пухассин пӗлтерӗшне курмаҫҫӗ. hh.ru тӗпчев службин пӗтӗмлетӗвӗсем ҫакӑн пек.

Ҫавӑн пекех вӗсем халăхăн 29 проценчӗ укҫа пухса пыманнине тата вĕсен пухăннă укçи çуккине палӑртнӑ.

Укҫа-тенкӗ пухса пыманнисен 62 проценчӗ укҫа хывма пултарайманни ҫинчен каласа панӑ, мӗншӗн тесен ӗҫ укҫи хаксем ÿссе пынине çитсе ӗлкӗреймест.

34 процент укҫа пухма пымасть, мӗншӗн тесен васкавлӑ тӑкаксем (сиплев/юсав) килсе тухаҫҫӗ. Ыйтнисенчен 21 проценчӗ ҫакна йышӑннă: укҫана вӑраха хӑварма пӗлмеҫҫӗ, тӳрех вуçех тăкаклаççĕ, 8 процент пысӑк инфляци пӗтӗм тупӑша депозитра ҫисе ярать тесе шутлаҫҫӗ.

Пушкӑртстанра пурӑнакансен 71 проценчӗ, укҫине ҫапах та ырана хӑварса пырать, ытларахӑшӗ кирлӗ суммӑна пухас тесе ресторансемпе вӑйӑ-кулӑ мероприятийӗсене (70%) пырассинчен, гаджетсене тӑтӑшах ҫӗнетессинчен (69%), час-часах тумтире ҫӗнетессинчен (55%) тата ҫулҫӳревсенчен (44%) пӑрӑнма хатӗр. Унсӑр пуҫне, 23% отпусксăр, больничнăйсăр ялан ӗҫлеме хатӗр.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Автор:Марина Иванова
Читайте нас: