Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, ҫак сумлӑ площадкăра пӗрремӗш хут Пушкӑртстан стендне тӑратнӑ.
Пирӗн республикӑран МАКС-2021 Уфари приборсем тӑвакан производство пӗрлешӗвӗ, Кумертаури авиаци производствин предприятийӗ, «ОДК-УМПО», «Двигатели для авиации», «Уфа механика», «Техпромсервис» предприятисем, Раҫҫей Федерацийӗн космонавтика регионти уйрӑмӗ тата пирӗн УГАТУ представителӗсем тӑратнӑ.
Ку таранччен уйрӑм предприятисем кӑна МАКСа хутшӑннӑ. Стенд йӗркелеме пирӗн тулашри экономика ҫыхӑнӑвӗсем енӗпе патшалӑх комитечĕ пулӑшнă. Республика ирттерекен курава хутшӑнакансене укҫа-тенкӗ тӑкакӗсен 30 процентне субсидиленĕ тата федераци субсидийӗ панӑ.
«МГ» информацийĕпе.