Июлӗн 21-мӗшӗнче МАКС-2021 Пĕтĕм Тӗнчери авиаципе космос салонӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров «Пӗрлешӳллӗ двигатель тăвакан корпораци» АО (Ростех Госкорпорацине кӗрет) малашлӑх программисемпе паллашнӑ. Ҫав шутра — ВК-650В двигателӗн выставка тӗслӗхӗ, ун валли комплектлакансене «ОДК-УПО» Уфари ПАО кӑларать.
Малашлӑхлӑ двигателе Ка-226Т, «Ансат», VRT500 ҫӑмӑл класлă Раҫҫей вертолечӗсене эксплуатациленĕ чух усă курма палӑртса хунӑ тата ют ҫӗршыв вертолечӗсене ҫав класрах хута яма палӑртнӑ. Ытти разработкăсем хушшинче — ПД-8 перспективлӑ газотурбина авиадвигателӗ.
Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ Радий Хабиров «Технодинамика» АО стендне те ҫитсе курнӑ (Ростех Госкорпорацине кӗрет). Холдинг йышӗнче —республикӑри виҫӗ предприяти: Уфари агрегат производство пӗрлешĕвĕ, «Гидравлика» УАП тата «Молния» Уфари НПП.
«Пушкӑртстанри авиастроени — «ОДК-УМПО» тата КумАПП кӑна мар. Ростех Патшалӑх Корпорацийӗн йышне сакӑр республика предприятийĕ кӗрет. Ҫавӑнпа та МАКС-2021 авиасалонра тăратнă кашни самолетра тенĕ пек пирӗн регионта тунӑ деталь е узел пур, — тенӗ Радий Хабиров. — Ку пысӑк чыс».
«Башинформ» информацийĕпе.