

ПР правительствин ларӑвӗнче субсидисене уйӑрса памалли йӗркене кирлӗ улшӑнусем кӗртнӗ.
Пушкӑртстан Республикинчи Гаранти фончӗ урлӑ субсидисене уйӑрса парас енӗпе тӗп уйрӑмлӑх çакӑ пулса тӑрать: халӗ патшалӑх пулӑшӑвӗ вак тата вӑтам предпринимательлӗх (МП) субъекчĕсене кӑна мар, хăйсен ĕçне илсе пыракансем те (самозанятые) илме пултараҫҫӗ, пӗлтерет ПР правительствин пресс-служби.
— Республикӑра вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсене гаранти пулӑшӑвӗн укҫи-тенкипе тивӗҫтересси тахҫанах — 14 ҫула яхӑн пырать, — палӑртнă Андрей Назаров.
Предпринимательлӗх енӗпе ӗҫлекен ПР Патшалăх комитечӗн председателӗ Нияз Фазылов пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра самозанятăй граждансене хушма пулӑшу ӗҫӗсем туса парас енӗпе кредитсемпе займсемпе поручительство парас кампани пырать.
— ПР Гаранти пулӑшӑвӗн тытӑмне аталантарас тӗлӗшпе эпир Гаранти фондне 700 млн тенкӗ ҫитерме тӗллев лартатпӑр. Ку вӑл поручительство паракан виҫине 25 млн тенкӗрен пуҫласа 50 млн тенкӗ таран, МСП субъекчӗ валли ҫӑмӑллӑхлӑ финансированин чи пысӑк виҫи 100 млн тенкӗ таран ӳстерме май парать, — терӗ Нияз Фазылов.
МИХ информацийĕпе.