Ҫак кунсенче «Уфа» пĕтĕм тӗнчери аэропорт федерацин Атӑлҫи округӗнчи сывлӑш гаванĕсем хушшинче малти пулса икӗ миллионмĕш пассажира йышӑннӑ, — пӗлтерет социаллӑ сетьсенче Пушкăртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров.
Регион ертӳҫи республикӑра пӗтӗм Раҫҫейри рейссем ытларах пулнине, Евразии экономика союзӗн ҫӗршывĕсене ҫӗнӗ ҫул-йӗрсем уҫӑлнине палӑртнă. Унсӑр пуҫне шалти сывлӑш линийӗсен ҫӗнӗ корпусне туса пӗтернӗ, терминалӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 29 пин тӑваткал метр таран ӳснӗ. Ҫав хушӑрах ирттереслĕх майĕ сехетне 600–тен пуҫласа 1 200 ҫын таран ӳснӗ.
— Ҫуртра хальхи вӑхӑтри пассажирсен хӑтлӑ шайнепалартаканни пурте пур — телетрапсем, багаж турттармалли комплекссем, информаци системисем, — палӑртнă Радий Хабиров. — Уфа аэропорчĕ Раҫҫейри ку чухнехи тата хӑтлӑ аэропортсенчен пӗри пулса тӑрать, эпир пӑхса тӑмалли пахалӑхпа тӗнчери шая тухатпӑр.
Ҫитес ҫулсенче виҫӗ терминала пӗрлештерме палӑртнӑ.
«МГ» информацийĕпе.