Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
5 Августӑн 2021, 10:58

Пушкăртстанран вӑрман материалне 18 ытла çĕршыва экспортланӑ

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен пуҫласа Пушкӑртстанран 100 пин кубла метр ытла вӑрман материал тӗнчери 18 ҫӗршывне янӑ.  

Пушкӑртстан Республикинчи Россельхознадзор Управленийӗн пресс-службин информацийӗпе, продукцие Афганистан, Азербайджан, Беларусь, Грузие, Италие, Иордание, Казахстана, Киргизие, Китая, Латвие, Литвана, Румыние, Словакие, Таджикистана, Туркменистана, Узбекистана, Чехие, Эстоние пушатнӑ.

«Тавар партийӗсене пурне те «Башкирский референтный центр Россельхознадзора» пӑхӑнса тӑракан учрежденире карантин объекчӗсем пуррине тӗпченӗ. Анализсен кӑтартӑвӗсем вӑрман материалӗсен тӗслӗхӗсем ҫӗршыв-импортерсен требованийӗсемпе килӗшӳллӗ пулнине кӑтартса параҫҫӗ. Карантин продукцине 2562 фитосанитари сертификатне ҫырса хатӗрленӗ», — пӗлтернӗ ведомствӑра.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Пушкăртстанран вӑрман материалне 18 ытла çĕршыва экспортланӑ
Пушкăртстанран вӑрман материалне 18 ытла çĕршыва экспортланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: