2019 ҫултан пуҫласа Пушкӑртстан бюджетӗнчен подъездсене юсама 2 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ.
Пушкӑртстанри «Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи подъездсене ком-плекслă юсасси» пысӑк программӑна пурнӑҫланӑ вӑхӑтра 2300 ытла подъезда 2 миллиард яхӑн тенкĕлĕх юсанӑ, — пӗлтерчӗ Пушкӑртстанри Регион операторĕн тӗп директорӗ Павел Сафонов.
Регоператорӑн ҫурт-йӗрте пурӑнакансене ÿпкелешÿсем пур. Регоператор юсав ирттернӗ чухне нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурăнакансем пурлӑх енӗпе вандализм факчӗсемпе тӗл пулать: подъездри пластик чӳречесене ҫапса ҫӗмӗреҫҫӗ, стенасене, чӳречесене, маччасене, фасадсене, лифт кабинисене варалаҫҫӗ, сӑрлаҫҫӗ. Вандализмшӑн наказани мерисене РФ Уголовлӑ Кодексӗн 214 статйипе пӑхса хӑварнӑ.
Республикӑри программӑн паха енĕсем куçкĕрет: унта пурӑнакансем дизайнер йышӑнӑвӗсене хăйсем палӑртма пултараҫҫӗ, — шутлать Пушкӑртстанри 7-мӗш созыври патшалӑх Думин депутачӗ Павел Качкаев.
«Подъездсене юсас енӗпе ҫавнашкал программа урӑх ниҫта та ҫук. Ялан тенӗ пекех ҫурт-йӗр юсавне управляющи организаци «содержание» статьяпа пухӑннӑ граждансен укҫи-тенкине пурнӑҫлать тата ҫав юсав вӑхӑтӗнче ҫирӗплетнӗ стандартсенчен тата кирлӗ ӗҫсен калӑпӑшне шута илсе палӑртать», — тесе шутлать депутат.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Валерий Шахов.