Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
24 Августӑн 2021, 12:53

Инвестрейтингра кая юлса пыракан район ертÿçисемпе сывпуллашаççĕ

Ҫакӑн пек информацие Пушкăрт правительствин ларӑвӗнче республика премьер-министрӗ Андрей Назаров пӗлтернӗ.  

Экономика аталанӑвӗн тата инвестици политикин министрӗ Рустам Муратов каланӑ тӑрӑх, 2021 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта промышленноҫ производствин ÿсĕмĕн  индексӗ, 2020 ҫулхи ҫур ҫулхипе танлаштарсан, 102,2% танлашнӑ.

Сӑмахран, Пушкӑртстанри 113 предприяти «Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ» наци проектне ӑнӑҫлӑ хутшӑнать. Республика РЦКĕ кӑҫал федераци сертифик-цине ӑнӑҫлӑ иртнӗ, иккӗмӗш квартал пӗтӗмлетӗвӗсемпе Раҫҫейре пӗрремӗш вырӑна тухрӗ.

Рустам Муратов регион инвестици портфельне 8,7 миллиард тенкӗлĕх муниципалитетсем йӗркелесе тӑракан 321 ҫӗнӗ инвестици проекчӗпе тата 94 миллиард тенкӗ чухлӗ 71 проект инвестици сехечӗ пӑхса тухни ҫинчен каласа пачӗ.

Унсӑр пуҫне Пушкӑртстан тулашӗнчи суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ, ҫавӑн пекех туризм сферинче паракан пулӑшу ӗҫӗсен калӑпӑшӗ самаях пысӑкланнӑ. ПР Правительствин Премьер-министрӗ Андрей Назаров муниципалитетӑн инвестици илӗртӳлӗхӗн рейтингӗнчи ӗҫ-хӗлпе кӑсӑкланчӗ. Рустам Муратов татӑклӑ рейтингне ҫывӑх вӑхӑтра йӗркеленине пӗлтерчӗ.

– Хуласемпе районсен инвестици йӑли-йӗркин кӑтартӑвӗсене тишкермелле тата чи тухӑҫлӑ тата кая юлакан территорисене палӑртмалла. Пирӗн решени ансат пулать: юлашки вырӑнсене йышăнакан ҫӗрте ҫӗнӗ руководительсемпе ҫӗнӗ управлени командисем пулӗҫ, — пӗтӗмлетрӗ Андрей Назаров.

 «МГ» информацийĕпе.

Инвестрейтингра кая юлса пыракан район ертÿçисемпе сывпуллашаççĕ
Инвестрейтингра кая юлса пыракан район ертÿçисемпе сывпуллашаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: