Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Хӗвелтухӑҫӗнчи VI экономика форумне хутшӑнакансене тата хӑнасене саламларӗ, ку мероприятии сентябрӗн 2—4-мӗшӗсенче Владивостокра пулать.
Патшалӑх пуҫлӑхӗн саламӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, форум хӑйӗн ӗҫлĕ çулĕсенче нумай енлӗ килӗштерсе ӗҫлеме, Раҫҫейӗн ӗҫ ҫаврӑмӗсем тата Азиатла-Лӑпкӑ Океан регионĕнчи ытти патшалӑхсем хушшинчи партнер ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетме май туса пӗтӗм тӗнчери пӗлтерӗшлӗ авторитета тивӗҫнӗ. Президент каланӑ тӑрӑх, Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври предпринимательсемпе, политиксемпе экспертсемпе, массăллă информаци хатĕрĕсен представителӗсемпе тата общество организацийӗсен хутшӑнӑвӗсемпе тӳррӗн, пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме, регионти тата пӗтӗм тӗнчери кун йӗркинчи чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явма, пӗрлехи усӑллӑ проектсемпе пуҫарусем туса хатӗрлеме май парать.
«Известия» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.