Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
6 Сентябрӗн 2021, 12:48

Кредит историйĕ тата каникулĕ, рейтингсем, рефинансировани мĕн иккенне ăнлантараççĕ

Пушкӑртстанра пурӑнакансене финанс хутлӑхне тӳлевсӗр вӗрентеҫҫӗ.  

Кредит историйĕ тата каникулĕ, рейтингсем, рефинансировани мĕн иккенне ăнлантараççĕ
Кредит историйĕ тата каникулĕ, рейтингсем, рефинансировани мĕн иккенне ăнлантараççĕ

Сентябрь вӗҫӗнче Пушкăртстанра пурӑнакансем финанс хутлӑхне тӳлевсӗр вӗренме пултараҫҫӗ, пӗлтерчӗҫ регионти Ĕç министерствин пресс-службинче.

Финанс грамоти енӗпе тӳлевсӗр дистанци курсӗсем «Потребительсен прависене хӳтӗлесси çинчен» патшалӑх программине пурнӑҫланӑ шайра «Финпотребоюзӑн» регионти уйрӑмĕнче йӗркелеҫҫӗ. Курссем пенси ҫулне çитичченхисемшĕн, пенсионерсемшӗн, ӗҫсӗррисемшӗн, нумай ачаллӑ сахал тупашлă çынсемшĕн, инвалидсемшӗн, нумай ачаллӑ тата тулли мар ҫемьесемшӗн, ҫавӑн пекех сывлӑх калтăкĕсемлĕ ачаллӑ ҫемьесемшӗн иртӗҫ. «Кредит историйӗсемпе рейтингӗсем, банксем уйрăм ҫынсене кредит парасси ҫинчен, кредит историне мӗнле лайӑхлатмалли, кредит каникулӗ мӗн иккенне, реструктуризацилени, рефинанслани тата ытти темӑсене ҫак дистанци курсӗсенче хускатаççĕ» —  каласа панӑ Пушкӑртстан Ĕç министерствинче.

 

Курссене çак  телефонсемпе çырăнма пулать: +7(347) 246 64 71, +7(917)407 87 89.

«Башинформ» информацийĕпе.

Кредит историйĕ тата каникулĕ, рейтингсем, рефинансировани мĕн иккенне ăнлантараççĕ
Кредит историйĕ тата каникулĕ, рейтингсем, рефинансировани мĕн иккенне ăнлантараççĕ
Автор:Ольга Данилова
Читайте нас: