Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
9 Сентябрӗн 2021, 16:39

"Зауралье-2021" инвестици сабантуй пуçланиччен пĕр кун юлчĕ

Мӗншӗн Сибай "Зауралье-2021" инвестици сабантуйне ирттермелли вырӑн пулса тӑнӑ?

"Зауралье-2021" инвестици сабантуй пуçланиччен пĕр кун юлчĕ
"Зауралье-2021" инвестици сабантуй пуçланиччен пĕр кун юлчĕ

Сибай виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ "Заурале" инвестици сабантуйӗшӗн площадка пулса тӑрать. Мӗншӗн шӑпах çак пысӑках мар хула Пушкӑртстан Республикинче ҫулсеренех экспертсемпе хӑнасене пӗтӗм тӗнчерен илӗртет?

Сибай паян – промышленность, культура тата вӗренӳ центрӗ, Зауральен малашнехи экономика ӳсӗмĕпе пысӑк вӑй-хӑвачӗ пур.

"Зауралье" форума ахальтен мар инвестици сабантуйӗ тесе ят панӑ. Сентябрӗн 9-10-мӗшӗнче Сибая бизнес-пӗрлӗх, экспертсен тата инвесторсен представителӗсем пухăнĕç. Пӗлтӗр Инвестици Сабантуйӗнче республикӑра мӗн тума шутласа хуни, партнерлӑх тата инвестици хывасси ҫинчен калакан 23 килӗшӗве алӑ пуснӑ, ҫакӑ вара республикӑна 10 миллиард ытла экономика эффекчӗ кӳнӗ.

Экономика илӗртӳлӗхӗсӗр пуҫне Сибай хӑнасене сайра тӗл пулакан ҫутҫанталӑкпа, историллӗ вырӑнсемпе тата культура нумай енлӗхӗпе илӗртет. Ҫапла, сентябрӗн 10-мӗшӗнче ҫак хулара наци костюмӗсен фестивалӗ иртет. Утса тухни тĕп площадьре концертпа вӗҫленӗ, унта юрӑпа ташӑ ансамблӗсем, фольклор коллективӗсем тухӗҫ.

Инвестсабантуйне икӗ фестиваль тӗссем хушӗ: наци кухнипе "КумысFEST" республикӑри конкурс-фестиваль. "Зауралье-2021" хӑнасем Пушкӑртстанри халӑхсен наци апачӗсене тата пӗтӗм ҫӗршывӗпе чапа тухнӑ кăмăссене тутанса пӑхма пултарӗҫ.

МИХ информацийĕпе.

"Зауралье-2021" инвестици сабантуй пуçланиччен пĕр кун юлчĕ
"Зауралье-2021" инвестици сабантуй пуçланиччен пĕр кун юлчĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: