Çутă çул
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
10 Сентябрӗн 2021, 16:24

«Агростартап» конкурс ҫӗнтерӳҫи утарне аталантарма 1,74 млн тенкӗ илнӗ

"Паллах, кун пек грантсем кирлӗ. Патшалӑх пулӑшӑвӗ хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсене тата хурт-хӑмӑр ӗрчетес ӗҫе аталантарма май парӗ", — хак пачӗ хурт-хӑмӑр ӑсти патшалăх пулăшăвне.  

«Агростартап» конкурс ҫӗнтерӳҫи утарне аталантарма 1,74 млн тенкӗ илнӗ
«Агростартап» конкурс ҫӗнтерӳҫи утарне аталантарма 1,74 млн тенкӗ илнӗ

Ишимбай районӗнчи Макарово ялĕнчи хурт-хӑмӑр ӗрчетекен Риф Бухаров инвестпрограмма тăратнă, унта вăл вӗлле хурчӗ, хурт-хӑмӑр ӗрчетмелли инкубатор, прицеп-платформа, рекристаллизаторсем, парогенераторсем тата хурт-хӑмӑр ӗрчетмелли ытти оборудование туянма кĕртсе хăварнă, ҫакӑ вара производство калӑпӑшне ӳстерме тата вӗлле хурчӗ ӗҫӗ-хӗлне ҫӑмӑллатма май парать.

Предпринимателе 1 млн 940 пин тенкӗ чухлӗ инвестици кирлӗ пулнӑ, грант сумми çумне вӑл хӑйӗн 194 пин тенкине (условисем тӑрӑх — грант сумминчен 10 процентран кая мар) хушса хунӑ.

Предприниматель палӑртнӑ тӑрӑх, хальлӗхе унӑн хуҫалӑхӗнче пыл хурчӗсем хӑйсен нуши валли кӑна ҫӗнелеҫҫӗ, анчах та каярахпа вӑл вӗсене (ҫӗнӗ ҫемьесене) уйӑрма палӑртать, пуҫламӑш тапхӑрта вара нумаях мар. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн предприниматель вӗсене, теветкеллӗхсене чакарас тӗллевпе диверсификацилесе, сутма шутлать.

"Паллах, кун пек грантсем кирлӗ. Патшалӑх пулӑшӑвӗ хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсене тата хурт-хӑмӑр ӗрчетес ӗҫе аталантарма май парӗ", — хак пачӗ хурт-хӑмӑр ӑсти патшалăх пулăшăвне.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.

«Агростартап» конкурс ҫӗнтерӳҫи утарне аталантарма 1,74 млн тенкӗ илнӗ
«Агростартап» конкурс ҫӗнтерӳҫи утарне аталантарма 1,74 млн тенкӗ илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: