Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Экономика
10 Сентябрӗн 2021, 16:47

Андрей Назаров: "30-40 ҫулсенчи партӑсем хушшинче вӗренсен, вӗренӳ тухӑҫлӑхӗ ҫинчен эпир калаҫаймастпӑр".

Сентябрӗн 10-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри "Зауралье-2021" инвестици сабантуй шайӗнче Сибай хулинчи 6-мĕш шкул никĕсне капсула хывнӑ.

Андрей Назаров: "30-40 ҫулсенчи партӑсем хушшинче вӗренсен, вӗренӳ тухӑҫлӑхӗ ҫинчен эпир калаҫаймастпӑр".Андрей Назаров: "30-40 ҫулсенчи партӑсем хушшинче вӗренсен, вӗренӳ тухӑҫлӑхӗ ҫинчен эпир калаҫаймастпӑр".
Андрей Назаров: "30-40 ҫулсенчи партӑсем хушшинче вӗренсен, вӗренӳ тухӑҫлӑхӗ ҫинчен эпир калаҫаймастпӑр".

Сентябрӗн 10-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри "Зауралье-2021" инвестици сабантуй шайӗнче Сибай хулинчи 6-мĕш шкул никĕсне капсула хывнӑ.
Мероприятие Пушкӑртстан Республикин правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров хутшӑнчӗ. Вӑл хӑй 6 -мĕш шкултан вӗренсе тухнă пулнӑ.
Республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ҫак шухӑша ырланă, строительство пуçлама килӗшнĕ. Шкул плансем тӑрӑх 2023 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче алӑксене уҫмалла.
Малалла Андрей Назаров Горняк тӑкӑрлӑкӗнче вырнаҫнӑ аллейӑпа иртрӗ, унта фермер продукчӗсем тӑвакансем хӑйсен таварӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ, унта хутшӑнакансене, экспертсене тата хӑнасене форума чи лайӑх кӑлпасси, чӑкӑт, кăмăс, чей, пыл тата ытти сăйсемпе хӑналарӗҫ. Хулари тӗп площадьре делегацие йӑлана кĕнĕ тăрăх лашасем утланнă наци костюмӗллĕ каччăсемпе хӗрсем кӗтсе илчӗҫ. Ӑста илемлетнĕ подноссем ҫинче чак-чак тата кăмăс пачӗҫ. Малалла хӑнасене ҫап-ҫутӑ та илемлĕ юрттӑсем тăрăх ирттерчӗҫ, унта республикӑри кашни район хӑйӗн эксклюзивлӑ гастрономи апатне тăратнă.
Премьер-министр Зилаир районӗн картишне уйрӑммӑн палӑртрӗ, унта маринадланӑ папоротниксемпе пысӑк шурӑ кӑрăçсем тӑваҫҫӗ. Ҫавсене симпылпа тата хурӑн шывĕпе сыпса çиеççĕ. Ку апатсене йӑлана кӗнӗ пекех ҫак форумри мӗнпур хӑнасем питĕ мухтаҫҫӗ.
Ҫакна та палӑртмалла: инвестици сабантуйӗ Наци костюмӗн кунӗпе пӗр килнӗ, ҫавӑнпа та кашни хутшӑнакан пушкӑрт, мари, вырӑс, чӑваш, чечен тата ытти халӑхсен йӑлана кӗнӗ тумӗсене курма пултарчĕ.
Кунтах "КумысFEST" фестиваль иртрӗ. Унта хӑнасене темиҫе интерактивлă площадка кӗтнӗ. Пӗтӗм Раҫҫейӗпе чапа тухнӑ пушкӑрт шĕвекне – кăмăсне тутанса пӑхма, вӑл мӗнле тунине пӗлме, ӑна шĕвек кĕвĕн е порошок евĕр сувенир пек хӑйӗн тусӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене валли кучченеç илсе кайма пултарнӑ. Форумӑн пӗр площадкинче вырӑссен паллӑ икӗ писателӗ – Антон Павлович Чехов тата Лев Николаевич Толстой чĕрĕлсе кĕтсе илнĕ, кăмăсӑн асамлӑ паллисем ҫинчен иртнӗ ĕмĕрте тата икĕ ĕмĕр каялла сипленнӗ асамлӑ енӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ.
Унсӑр пуҫне тĕп площадьре ятарлӑ стендсем тунӑ, унта пушкӑртсен паллӑ сывлӑх сиплемелли вырăнсене анлӑн сăнласа панă, унта кăмăспа сипленме ҫӳреҫҫӗ. Палӑртса хӑваратпӑр, форумри мӗнпур мероприяти Роспотребнадзор требованийӗсене пӑхӑнса иртет.
Источник: https://srgazeta.ru/articles/novosti-sterlitamaka/

Сăнÿкерчĕкĕ: forum-zauralye.com

Андрей Назаров: "30-40 ҫулсенчи партӑсем хушшинче вӗренсен, вӗренӳ тухӑҫлӑхӗ ҫинчен эпир калаҫаймастпӑр".
Андрей Назаров: "30-40 ҫулсенчи партӑсем хушшинче вӗренсен, вӗренӳ тухӑҫлӑхӗ ҫинчен эпир калаҫаймастпӑр".
Автор:Марина Иванова
Читайте нас