Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
16 Сентябрӗн 2021, 14:40

Австри специалисчĕсене Пушкăртри пысăк сĕт комплексĕсене кăтартнă

Австри ялхуçалăх министерстви республикӑра сӗт тата аш-какай туса илекен тата продукцие тирпейлекен вӗренӳ центрне туса хурассипе кӑсӑкланать.  

Делегаци Кармаскалă районӗнчи "Артемида" ПХ — таварлă сӗт комплексӗллĕ тата голштин йӑхĕнчи ҫамрӑк выльăх усракан виҫӗ фермӑллă пысӑк предприятинче — пулса курнă.

"Артемида" 2005-2006 ҫулсенче "АПК аталанӑвӗ" нацпроекта чи малтан хутшӑннӑ. Кунта ӗнесемпе те, климатпа та, сӑвакан залпа та ӗҫлеме ҫӑмӑлах пулман. Кунта ял хуҫалӑхӗн аталанăвне йӑлана кӗнӗ йӑли-йӗркипе кураççĕ, анчах та харпӑрлӑх хуҫин малалла каяс шухӑш та пур ӗнтӗ. Ку генетика, климат, выльӑх апачӗ тата "телейлӗ ӗне" системи, ку питӗ кирлӗ", — каласа пачӗ Пушкӑртстан ял хуҫалӑх министрĕ — Правительство вице-премьерӗ Ильшат Фазрахманов хӑнасене.

Ĕҫлекенсем Австри ҫыннисене пӗр вӗҫӗмсӗр производствӑна лайӑхлатни ҫинчен каласа панӑ. Сӑмахран, фермӑна ҫуллахи шӑрӑх ҫанталӑка малтанах хатӗрлесе хунӑ, корпуссене 100-е яхӑн вентилятор лартнӑ. Ҫакӑ сӗт ҫухатнине пӗчӗклетме пулӑшнӑ. Паян комплексра ĕне пуçне вӑтамран 32 литр сĕт илеҫҫӗ, ҫывӑх вӑхӑтра 35,8 литр сума палӑртаҫҫӗ.

Аургазă районӗнче Австри делегацийӗ регионти чи пысăк агропредприяти — "Урожай" ООО инвестици проектне пурнӑҫланине анлӑн хакларӗ. Аграрисем пин пуҫлӑх выльӑх-чӗрлӗх комплексӗн пӗрремӗш черетне хута янӑ. Ҫитес ҫулсенче кунта 5 пин ытла пуç ӗне керекен сӑвакан кӗтӳ, пӑру, сӗт-ҫу блокӗ тата ытти пулӑшу пӳлӗмӗсем витисем тума палӑртнӑ.

Ҫавӑн пекех хӑнасем Стерлитамак районӗнчи "Рощинский" совхоз ГУСП ӗҫ-хӗлӗпе паллашрӗҫ, республикӑн Альшей районӗнчи площадкӑсене пӑхса ҫаврӑнчӗҫ те Аксен агропромышленноҫ колледжне ҫитсе курчӗҫ, пӗлтерчӗҫ ПР Ялхуçалăх министерствинче.

«Башинформ» информацийĕпе.

Австри специалисчĕсене Пушкăртри пысăк сĕт комплексĕсене кăтартнă
Австри специалисчĕсене Пушкăртри пысăк сĕт комплексĕсене кăтартнă
Австри специалисчĕсене Пушкăртри пысăк сĕт комплексĕсене кăтартнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: