Уфара Вырӑс географи обществин "Раҫҫее ҫӗнӗрен уҫатпӑр. Пĕтĕм çемйипе!" регионсен хушшинчи фестивалӗ иртрӗ. Ăна Пушкӑртстан Республикинче Вырӑс географи обществин регионти уйрӑмӗ тата ПР туризм енӗпе ĕçлекен патшалӑх комитечӗ йӗркеленӗ. Геопарксем, музейсем, турист фирмисем уяв хӑнасене хӑйсен маршручӗсемпе, РГО уйрӑмӗ – Вырӑс географи обществи пулӑшнипе йӗркеленӗ "Урал барсĕ", "Аскынти пӑр ҫӗр хӑвӑлӗ" проектсемпе паллаштарнă.
Фестивале Пушкӑртстан Республикин Правительствин премьер-министрӗн ҫумӗ Ирек Сагитов, Пушкӑртстанри туризм тĕлĕшпе ĕçлекен патшалӑх комитечӗн председателӗ Эльмира Туканова, ҫавӑн пекех ĕҫ тӑвакан директорӑн заместителӗ — Вырӑс географи обществин регионти аталанӑвӗн директорӗ Сергей Корлыханов хутшӑнчӗҫ.
Ирек Сагитов республика правительстви предпринимательсене пулӑшу панине аса илтерчӗ — вӗсем ПР патшалӑх туризм комитечĕ пӗлтернӗ конкурссене хутшӑнса 5 млн тенкӗ таран субсиди илме пултараҫҫӗ.
"Туризм рынокӗ тахҫанах пур, анчах юлашки вӑхӑтра унӑн хастарлӑхӗ ӳссе пырать, предпринимательсен интересӗ уйрӑмах сисӗнет. Туроператорсем рынокра йӗркеленнӗ трендсемпе программӑсене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Кӗрхи сезон кӑтартӑвӗсем тӑрӑх Пушкӑртстанр Республики каллех Раҫҫейри регионсенчи туристсен Топне кӗчӗ. Республика санаторире канма путевка туяннисен шучӗпе лидер пулса тӑчӗ", - тет Пушкӑртстанри Туризм тĕлĕшпе ĕçлекен Патшалӑх комитечӗн председателӗ Эльмира Туканова.
«Башинформ» информацийĕпе.