Сентябрӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа Пушкăрт налук органӗсем 2020 ҫулхи транспорт тата ҫӗр налукĕ, ҫавӑн пекех пурлӑхшӑн налука тӳлеме граждансене массӑллӑ хутсем ярса пама пуҫланӑ.
Пӗлтерӳсене транспорт хатӗрӗсен, ҫӗр лаптӑкӗсен тата капиталлӑ строительство объекчӗсен хуҫисене 2020 ҫул хушши тытса тӑнӑ тапхӑрта параҫҫӗ. Информацие почта тӑрӑх заказлӑ ҫырусем ярса парӗҫ, çавӑн пекех Федераци налук службин сайтӗнче налук тӳлекенӗн хӑйĕн кабинетне кӗрсе курма пултарать. Налук тивӗҫӗ пурри ҫинчен калакан информацие "Манӑн Документсем" МФЦ офисне кайса пĕлме пулать.
— 2021 ҫулхи декабрӗн 30-мӗшĕччен граждансем Пушкӑртстан Республикинчи кирек хӑш офисĕнче те "Прием заявления о выдаче налогового уведомления» пулӑшу ӗҫне йӗркелеме тата сведенисем илме пултараҫҫӗ, — терĕ Наталья Куприянова, Пушкӑртстан Республикинчи МФЦ директорӗ.
МФЦ офисӗсенче пулӑшу илес тесен ҫын кам пулнине çирĕплетекен документ, представителӗн полномочийӗсене (заявителӗн представителӗн полномочийӗсене) ҫирӗплетекен документ тăратмалла.
Уйрăм ҫынсен 2020 ҫулхи пурлӑх налукӗсене тӳлемелли срок — 2021 çулхи декабрӗн 1–мӗшӗччен.
«МГ» информацийĕпе.