Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
6 Октябрӗн 2021, 08:15

Владимир Путин Европăри энергорынокри йĕркесĕрлĕх сăлтавĕсене каланă

#владимирпутин

Владимир Путин Европăри энергорынокри йĕркесĕрлĕх сăлтавĕсене каланăВладимир Путин Европăри энергорынокри йĕркесĕрлĕх сăлтавĕсене каланă
Владимир Путин Европăри энергорынокри йĕркесĕрлĕх сăлтавĕсене каланă

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Европӑра климат йывӑрлӑхӗсене тата инвестицисене чакарнине пула çункăçсен рынокӗсенче "истерикӑпа вӗҫӗ-хӗррисӗр йĕркесĕрлĕх" пулнине кӑтартрӗ, пӗлтерет ТАСС.

"Эсир Европӑра мӗн пулса иртнине куратӑр, унта истерика тата пасарсенче темӗнле пӑтрашу. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫакна никам та тимлӗн пӑхмасть, хӑшӗ-пӗрисем климат улшӑнӑвӗсемпе спекуляцилеҫҫӗ, теприсем темскер хакламаҫҫӗ, теприсем ĕçлесе кăларакан отрасльсене паракан инвестицисене чакараҫҫӗ", — терӗ октябрӗн 5-мӗшӗнче правительство членӗсемпе канашлура Президент.

Владимир Путин экономика декарбонизацийӗ енне куҫасси тикӗс пулмаллине палӑртрӗ. "Ҫавӑн пек йӑнӑшсенчен сыхланма пирӗн, пирӗн ҫӗршывра, пур май та пур. Пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑман йышӑнусем, пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑман аталану тата енчен енне сулланни мӗн патне илсе пынине эпир куратпӑр. Паян ку Европа энергорынокӗнче лайӑх курӑнать", — хушса хучӗ Раҫҫей лидерӗ.

Владимир Путин симӗс энергетика малалла аталантарасси РФ валли тепĕр приоритет шутлать. Вӑл Раҫҫейӗн конкурентлӑ вӑйсем пуррине шанать.

ТАСС информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: kremlin.ru

Владимир Путин Европăри энергорынокри йĕркесĕрлĕх сăлтавĕсене каланă
Владимир Путин Европăри энергорынокри йĕркесĕрлĕх сăлтавĕсене каланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас