"Петербургри пӗтӗм тӗнчери газ форумӗнче эпир республикӑна 2025 ҫулччен газификацилес программине сӳтсе яврӑмӑр. Вӑл питӗ анлӑ, унчченхи пилӗк ҫуллӑх калӑпӑшран темиҫе хут пысӑкрах", — терӗ Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров, форум итогӗсем çинчен журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май.
"Кунта яланах сехет тӗрӗслемелле. Укҫа-тенкӗ тата ресурссем пур чухне, анчах мӗнпур объекта хатӗрлес, халӑхпа ӗҫлес ӗҫе синхронизацилемелле. Иккӗмӗш пӗлтерӗшлӗ ыйту — догазификаци программи. Ку — Раҫҫей Президенчӗн участок чиккисем патне газа тӳлевсӗр илсе пымалли программи. Кунта та нюанс нумай. Паян эпир ҫулталӑк вӗҫнелле мӗнле калӑпӑша газификацилемеллине тата ҫак программӑпа тепӗр ҫул мӗнле тӗллевсем лартмаллине сӳтсе яврӑмӑр", — терӗ регион Пуҫлӑхӗ.
Газ форумӗн тӗп пӗтӗмлетӗвӗсенчен пӗри Радий Хабиров «Газпром» интересӗсемшӗн Ростехпа тата "Газпромпа" индустри двигателӗсене пухмалли тата тӗрӗслев комплексӗ тӑвас енӗпе тунӑ Килӗшӗве алӑ пусни тенӗ.
Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ газ форумĕ, ПЭМФ, Сочинчи инвестфорумӗпе пӗрлех пысӑк лаптӑксен шутне кӗнине палӑртрӗ, республика ун пек мероприятисенчен айккинче юлмалла мар. "Ку республикӑн вӑй-хӑватне презентацилени, палӑртса хӑваратӑп, ку вӑл хӑйне евӗрлӗ май. Эпир унта час-часах хутшӑнмастпӑр, мӗншӗн тесен ку вӑл — энергетика, финанс тӑкакӗсем. Никĕс форумӗсенче пысӑк ыйтусене татса паракан тата пысӑк компанисемпе организацисем тӗл пулсан эпир хутшӑнатпӑрах", — пӗтӗмлетрӗ Радий Хабиров.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.