Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
12 Октябрӗн 2021, 21:05

Мускав метрополитенӗнче "Алга, Пушкӑртстан!» поезда хута янă

Тĕплĕнрех сайтра вулăр

Мускав метрополитенӗнче "Алга, Пушкӑртстан!» поезда хута янă
Мускав метрополитенӗнче "Алга, Пушкӑртстан!» поезда хута янă

Октябрӗн 11-мӗшӗнче, Пушкӑртстан Республикин кунĕнче, Мускавăн метрополитенӗн "Ҫурҫӗр" ятлă электродепинчен, телемост урлă, Уфа хулине никĕсленĕренпе 450 ҫул ҫитнине халалласа, поезда хута ямалли церемонийӗ пулнӑ.
"Алга, Пушкӑртстан!" электропоезд Мускавра пурăнакансене, унăн хăнисене Пушкӑртстанăн экономикин ҫитӗнӗвӗсемпе, историпе, культурипе, паллӑ енӗсемпе паллаштарӗ.
"Алга, Пушкӑртстан!" пилĕк икшер пĕрлештернĕ вагонран тӑрать. Кашни вагонăн хăйĕн тематики: Уфа хулипе унӑн паллӑ вырăнӗсем; Пушкӑртстан историйӗ мӗн авалтан пуҫласа паянхи кунччен; пушкăрт халӑхӗн культурипе фольклорĕ ; Пушкӑртстанри ҫутҫанталӑк, туризм; экономика тата промышленность.
"Башинформ" информацийĕпе.

Мускав метрополитенӗнче "Алга, Пушкӑртстан!» поезда хута янă
Мускав метрополитенӗнче "Алга, Пушкӑртстан!» поезда хута янă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: