Пушкăрт Роспотребнадзорӗнче обязательнӑй вакцинаци вӑхӑтне тата санитари требованийӗсене пурнӑҫламалли сроксем ҫинчен каласа панӑ.
Аса илтеретпӗр, октябрӗн 13-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑра хӑш-пӗр категорири граждансем валли обязательнӑй вакцинаци кӗртнӗ. Постановление республикӑн тӗп санитари врачӗ алӑ пуснӑ. Вӗсем 65 ҫул аслӑрах ҫынсем, пулӑшу сферинче ӗҫлекенсем, патшалӑх служащийӗсем, призывниксем, практика иртекен студентсем тата ыттисем.
Ӗҫ паракансен вакцинаци графикӗ тумалла. Пӗрле ӗҫлекенсене прививкӑн пӗрремӗш компонентне ноябрӗн 18-мӗшӗччен тумалла, вакцинацие 2021 ҫулхи декабрӗн 18-мӗшӗччен пӗтермелле. Ҫак ӗҫе вакцинӑн икӗ компоненчӗ хушшинче вăхăт иртмеллипе çыхăннă.
Декабрӗн 18-мӗшӗ хыҫҫӑн Роспотребнадзор ӗҫ паракансен требованийӗсене пурнӑҫламан чухне, унта ӗҫлекенсем вакцинӑламан, административлӑ право пӑснисем ҫинчен Кодекспа килӗшӳллӗн административлӑ санкцисем таранах административлӑ мерӑсем йышӑнма тытӑнаҫҫӗ (6.3 ст. 2-мĕш пайĕ).
"Башинформ" информациĕпе.