Октябрӗн 18-мӗшӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров «Азимут» Авиакомпани» АО ертÿçипе Павел Удодпа тата компанин директорӗсен канашӗн председателӗпе Павел Екжановпа тӗл пулнă.
Республика пуҫлӑхӗ пандеми условийӗсенче пурӑнакансен шалти авиарейссемпе кӑсӑкланасси ӳснине палӑртрӗ. Пушкӑртстана ҫӗршыври ытти субъектсенчен туристсем ытларах килеççĕ.
– "Азимут" компани ытларах шалти маршрутсенче, ҫӗршывӑн тӗп пайӗнчи, Уралпа Ҫӗпӗрти пысӑк хуласем хушшинчи маршрутсенче ӗҫлет. Ҫавӑнпа та эпир хамӑр ҫынсем валли меллӗ турттару йӗркелес енӗпе пӗрле ӗҫленипе кӑсӑкланатпӑр, – терӗ Радий Хабиров.
Павел Удод Пӗтӗм Тӗнчери "Уфа" аэропортӑн ӗҫне йӗркеленине пысӑка хурса хакланӑ тата ҫитес ҫул "Азимут" тӑтӑш турттармалли калӑпӑшне икӗ хут ӳстерме палӑртнине пӗлтернӗ. Авиакомпани паркĕ 150 пассажир кĕрекен сакӑр самолетрн тăрать. Ҫакӑ Уфаран Красноярска çӗнӗ рейссем уҫма май парать.
Авиаперевозчикӑн санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвне шута илсе 2022 ҫулта Уфаран Нур-Султана, Тель-Авива тата Минска тӳрӗ вӗҫевсем йӗркелеме палӑртнӑ.
Аса илтеретпӗр, Радий Хабиров Казахстанра официаллӑ визит делегацийӗн шайӗнчи тӗлпулура Казахстан премьер-министрĕпе Аскар Маминпа Уфапа Нур-Султан хушшинче авиаçыхăну малашлӑхне сӳтсе явнӑ.
Уфаран Тель-Авива тӳррӗн рейссем йӗркелемелли майсем пирки Радий Хабиров Раҫҫейре Израилĕн чрезвычайлӑ тата полномочиллӗ посолĕпе Александр Бен Цвипе тӗл пулса Петербургри пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗн площадкинче сӳтсе явнӑ.
– Паллах, коронавирус пандемийӗ пирӗн ӗҫе тÿрлетÿсем кӗртнӗ. 2020 ҫулта компанин пассажирсен юхăмĕ 15 процент чакнӑ, — пӗлтерчӗ Директорсен канашӗн председателӗ Павел Удод. — Ҫав вӑхӑтрах бортсен тиевĕ хальхи вӑхӑтра 85 процент ҫитрӗ ӗнтӗ, ҫакӑ вара вӗҫевсен хӑвӑртлӑхне ӳстерме тата маршрут сетьне анлӑлатма май парать.
«МГ» информацийĕпе.