Çутă çул
+20 °С
Облачно
Экономика
20 Октября 2021, 05:52

Пушкӑртстанра налук тӳлекенсен шучӗ виҫӗ хут ӳснӗ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пушкӑртстанра налук тӳлекенсен шучӗ виҫӗ хут ӳснӗПушкӑртстанра налук тӳлекенсен шучӗ виҫӗ хут ӳснӗ
Пушкӑртстанра налук тӳлекенсен шучӗ виҫӗ хут ӳснӗ

  Пушкӑртстанра кӑҫалхи октябрӗн 17-мӗшĕ тĕлне 64,7 пин налук тӳлекен (самозанятыйсем), професси тупӑшĕнчен налук тӳлекенсем пур, пӗлтерет регион правительствин пресс-служби.

2020 ҫулхи çакнашкал тапхӑрпа танлаштарсан, самозанятăйсен шучӗ 3 хут (2020 ҫ. 9 уйӑхра — 22 пин) ӳснӗ.

— Професси тупӑшӗнчен налук тӳлекенсене самозанятăйсем тесе условнӑ теҫҫӗ. Ку ятарлӑ налук режимӗ, ҫӑмӑллатакан ставкӑпа уйрăм çынсенчен 4 процент, юридика сăпачĕсенчен тата ИПсенчен тупӑшран 6 процент чухлӗ ставкăпа илесси. Унпа кӑмӑл туртнипе усӑ курма пулать. 2021 ҫулхи 9 уйӑхра Пушкӑртстанри Республика бюджетне 108,9 млн тенкӗ чухлӗ, пӗлтӗрхи шайран 3,8% чухлӗ ӳсӗмпе налук кӗнӗ, — палӑртрӗ Пушкӑртстанри финанс министрӗ Лира Игтисамова.

Професси тупӑшĕнчен налук тӳлекенсем 8,3 миллиард тенкӗ тупăш илнӗ. 14,5 млн ытла чек панӑ, вӑтам чек 570 тенкӗпе танлашнӑ. Хӑй ӗҫлекенсем е хӑйсем туса кăларнă тавара сутакансем çак налука тӳлеҫҫӗ, ҫав хушӑрах тара кӗрӗшнӗ ӗҫ договорӗсемпе ӗҫлемеҫҫӗ. Кунта маникюр ӑсти, водитель, репетитор, няня, сантехник, тӑлмач, дизайнер, ҫӗвӗҫ, юрист е мероприяти йӗркелекенӗ пулма пултарать. Ҫавӑн пекех ҫак налука хамӑр хваттере тара панӑ чухне тӳлеме пулать.

Официаллӑ майпа самозанятăй тата професси тупӑшӗшӗн налук тӳлес тесен "Мой налог" кӗсье приложенийӗнче е Госуслугинчи хӑйӗн кабинетӗнче регистрациленмелле, пӗлтернӗ Пушкăрт правительствин сайтӗнче.

 «МГ» информацийĕпе.

Пушкӑртстанра налук тӳлекенсен шучӗ виҫӗ хут ӳснӗ
Пушкӑртстанра налук тӳлекенсен шучӗ виҫӗ хут ӳснӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас