Предприятисем суту-илÿ сечĕсем валли хаксене пăхса тухассипе çыхăннă сĕнÿсем хатĕрлеççĕ.
Аш-какайран продукци туса кăларакансен наци союзĕн директорĕ Екатерина Лучкина пĕлтернĕ тăрăх, чĕр тавар рынокĕнчи лару-тăрăва шута илсен, хаксем 10-30 % ÿснĕ.
Екатерина Лучкина чĕрĕ аш кăна мар, продукцие чĕркемелли материалсен, апат-çимĕç хутăшĕсен, картон, çумалли хатĕрсен тата ĕç ресурсĕн хакĕсем те ÿснине палăртнă.
Чĕр таварăн хакĕ 10-20% ÿсни октябрь уйăхĕнче туяннине шута илсе çулталăкри вăтам кăтарту шутланать.
Эксперт палăртнă тăрăх, хаксем ÿсни продукцин хăйхаклăхĕ ÿснине саплаштармасть.
- Мĕншĕн тесен аш-какайран продукци туса кăларакансем çынсене аптратса ÿкермессе майсем шыраççĕ, - тенĕ Екатерина Лучкина.
Продукцин хăйхаклăхĕ ÿсни предприятисен тупăшĕ чакни патне илсе çитернĕ.
- Чылай предприятин çак ĕçе малалла тăсма чарăнас, çука юлас хăрушлăх пур, - палăртнă эксперт.
МИХ информацийĕпе.