Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
29 Октябрӗн 2021, 13:14

Антикризис управленийӗ енӗпе профессионалсем кирлĕ

Çулталăк пуçланнăранпа Пушкăртстанра 20 арбитраж управляющине диквалификациленĕ.  

Антикризис управленийӗ енӗпе профессионалсем кирлĕ
Антикризис управленийӗ енӗпе профессионалсем кирлĕ

Çулталăк пуçланнăранпа Пушкăртстанра 20 арбитраж управляющине диквалификациленĕ.

Антикризис менеджĕрĕсем нимен те туманни е йăнăш туни пирки 378 çăхав килнĕ. 85 специалиста штраф тÿлеттернĕ тата асăрхаттарнă.

ПР Арбитраж сучӗ Раҫҫей Росреестр регионти управленийӗн заявленийӗ тӑрӑх дисквалификаци тӑвасси ҫинчен йышӑну тунă. Ведомствӑра федераци саккунӗсене банкротлӑх ҫинчен калакан саккунсене тепӗр хут пӑснӑшӑн ҫак мерӑпа усӑ курнине палӑртнӑ.

Тӗп пӑсусем конкурс массипе (дебитор тивӗҫне йӗркелес тата взыскани парас енӗпе мерӑсем йышӑнманни, укҫа-тенке сӑлтавсӑр тӑкаклани тата ытти те), банкротлӑх процедурисене вӑраха яни, отчетлӑха тивӗҫлӗ йӗркелесси шутланать.

"Арбитраж управляющийӗн ӗҫ пахалӑхне чакарнин сӑлтавӗсенчен пӗри вăл парӑмҫӑсен пысӑк йышне банкротлӑх процедурисене пӗр вӑхӑтрах ирттерни, çакă тӗллеве кредиторсемпе шайлаштарма, ӗҫе каялла тавӑрма пулӑшмасть", — пӗлтерчӗ Росреестр регионти Управленийӗн харпӑр хӑй тӗллӗн йӗркелесе тӑракан организацийӗсен сферин тӗрӗслесе тӑракан пай пуҫлӑхӗ Динара Магадеева. Вӑл корпоративлӑ тата потребитель банкротлӑхне нумайланнине шута илсе антикризис управленийӗ енӗпе профессионалсенчен нумай ыйтнине палӑртрӗ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Антикризис управленийӗ енӗпе профессионалсем кирлĕ
Антикризис управленийӗ енӗпе профессионалсем кирлĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: