Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
10 Ноябрӗн 2021, 16:45

Пластик вӑл - ҫӳп-ҫап мар, иккӗмӗш чӗртавар

Пушкӑртстанри каяшсене уйрӑм пухни пӗчӗк бизнеса иккӗмӗш чĕртавар ресурсӗсене тирпейлемелли сферӑра аталантарма пулӑшать, пӗлтерет республика министерстви .

Ҫутҫанталӑкпа усӑ курмалли тата экологи министрӗн пĕрремĕш çумĕ Ильдар Гарифуллин каланӑ тӑрӑх, бизнес тавралӑх йывӑрлӑхĕсем ҫинчен тӑтӑшах шухӑшлать тата малашлӑх ҫаврӑнӑша хатӗр продукци евӗр паха чĕртавар каялла таврӑнса тирпейлессипе ҫыхӑннӑ тесе шутлать. Паян иккӗмӗш чĕртавара уйрăм пухас ӗҫе Уфа, Октябрьски, Нефтекамск, ҫавӑн пекех Туймазă, Салават, Учалă, Шаран, Давлекан, Зилаир, Аургазă, Пишпӳлек, Бурай, Балтачев, Дуван, Киги, Мечетлĕ, Салават районӗсенчи предпринимательсем ытларах хутшӑннӑ .
Сӑмахран, Уфа районӗнчи Подымалово ялĕнчи «Умная среда Башкирии» предприяти иккӗмӗш чӗр тавартан кирлӗ тавар туса кӑларать. Пластикпа хӑйӑртан тунӑ пӗр тенкел 150 килограмм таять. Вӑл экологи енчен хӑрушсӑрлӑхӗпе палăрать тата тулашӗпе йывӑҫ евӗрлӗ, ҫавӑн пекех хула паркне тирпей-илем кӗртмешкӗн е кирек мӗнле канӑва та юрӑхлӑ. Кунта парк тенкелӗсем, ҫурма ҫаврака тенкелсем, урамри сӗтел-пукансен комплекчӗсем (эколавкӑсемпе урнăсем) тата ытти те кӑлараҫҫӗ. Ĕҫмелли шыв тултарнӑ кӗленчесен хупписене тата бахилăсене те ĕçе кӗртеҫҫӗ.
Палӑртса хӑваратпӑр: республикӑра ТКО уйрӑм пухма палӑртнӑ 6010 контейнер лартнӑ, 2024 ҫулччен уйрӑм пухма 22 пин ытла контейнер туянмалла тата вӗсене пӗтӗм площадкӑсене вырнаҫтармалла.
https://resbash.ru/news информацийĕпе.

Пластик вӑл - ҫӳп-ҫап мар, иккӗмӗш  чӗртавар
Пластик вӑл - ҫӳп-ҫап мар, иккӗмӗш чӗртавар
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: