Çутă çул
+20 °С
Облачно
Экономика
11 Ноября 2021, 13:26

Купӑста, вир тата хуратул Пушкăртстанра хаклăланнă

Кун пирки Башстат пӗлтерет.

Купӑста, вир тата хуратул Пушкăртстанра хаклăланнăКупӑста, вир тата хуратул Пушкăртстанра хаклăланнă
Купӑста, вир тата хуратул Пушкăртстанра хаклăланнă

Кашни эрнере ирттерекен хаксен мониторингӗ апат-ҫимӗҫ таварӗн 12 тӗсĕ хаклăланнине тупса палӑртнӑ. Кун пирки Башстат пӗлтерет.
Мониторинга ноябрӗн 8-мӗшӗнче ирттернӗ. Паян, ноябрӗн 11-мӗшӗнче, ведомство результачĕсене пӗлтернӗ. Пуринчен ытларах хаклăланнисен шутĕнче - чӗрӗ купӑста (эрнере +3,5%, килограмне 34,81 тенкӗ ), вир (+3,2%, 50,25 тенкӗ), хуратул кӗрпи (+2,5%, 94,82 тенкӗ), сивӗтнӗ тата шăнтнă чӑх (+2,4%, 176,12 тенкӗ) тата ҫуллӑ тӑпӑрчӑ (+2,1%, килограмне 338,03 тенкӗ). Чей, ҫӑкӑр тата ҫӑкӑрпа булка апачĕсем, ҫӑнӑх, хӑйма, чӑкӑт тата помидор хакӗсем кӑштах ӳснĕ.
Ҫав вӑхӑтрах маргарин, пӗҫернӗ колбаса, пуҫлӑ сухан, шăнтнă пулӑ тата чӗрӗ хӑяр ик-виҫӗ процент йӳнелнĕ.
https://resbash.ru/news

Купӑста, вир тата хуратул Пушкăртстанра хаклăланнă
Купӑста, вир тата хуратул Пушкăртстанра хаклăланнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас