-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушкӑртстанри сахӑр завочӗсем хальхи вӑхӑтра ҫӗнӗ тухăç кӑшманӗнчен 50 пин тонна сахӑр туса кăларнӑ, пӗлтернӗ Ял хуҫалӑх министерствин пресс-службинче .
"Раевсахар" завод цехӗсенче 246 пин тонна сахӑр кӑшманӗ тирпейленĕ. Чишмари сахӑр заводӗнче, глобаллӑ реконструкци хыҫҫӑн 79 пин тонна сахӑр кӑшманне ĕçлесе хатĕрленĕ", - уçăмлатнă аграри ведомствинче.
Маларах "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстанра сахӑр кӑшманне кӑҫал 36 пин га ытла акнӑ, вӗсенчен 900 пин тонна ытла тымарçимĕç пуҫтарнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.