Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
19 Ноябрӗн 2021, 17:53

Раевкӑри сахӑр заводне юсаса ҫӗнетме инвестор миллиард тенкĕ яхӑн укҫа тăкма палӑртать

Альшей районӗнчи "Раевсахар" ООО заводне юсаса ҫӗнетни талӑкра 5,5 пин тонна сахăр кăшманне тирпейлемелли хӑватлӑх ӳстерме май парать.

Укҫа-тенкӗ хывнин пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ - 927 млн тенкĕ, 25 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ уçăлмалла. Пĕтĕм предприятинче 583 сотрудник ӗҫлет, палӑртнӑ "Инвестчас"ăн ларӑвӗнче .
Туса кӑларакан тĕп продукци сахӑр (ҫулталӑкра 100 пин тонна), сахăр кăшманĕн патокки (22 пин тонна), типӗ грануллă жом (30 пин тонна) пулӗҫ. Ҫав хушӑрах предприяти пурлӑхпа тупӑш налук ҫӑмӑллӑхӗсем илме, ҫавӑн пекех ял хуҫалӑх техникипе оборудованийӗ туянма тӑкаксен пӗр пайне тавăрса илме налук ҫӑмӑллӑхӗсем илнӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Раевкӑри сахӑр заводне юсаса ҫӗнетме инвестор миллиард тенкĕ яхӑн укҫа тăкма палӑртать
Раевкӑри сахӑр заводне юсаса ҫӗнетме инвестор миллиард тенкĕ яхӑн укҫа тăкма палӑртать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: