Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
22 Ноябрӗн 2021, 19:34

Раҫҫейре 2022 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа килти выльăхсене обязательный маркировка тума пултараҫҫӗ

Выльăхсене шута илесси тата маркировка тăвасси ҫинчен калакан закон проектне Патшалăх Думине кӗртнӗ.

Раҫҫей правительстви выльăхсене шута илесси тата маркировка тăвасси ҫинчен калакан закон проектне Патшалăх Думине кӗртнӗ. Проектра каланинчен илсен, выльӑх-чӗрлӗхе маркировка тăвассине хуçи хӑйӗн шучӗпе ирттермелле, учет процедури вара тӳлевсӗр пулать, пӗлтернĕ Пушкăртстан ветеринари управленийӗнче .
Маркировка тунă выльăхсем ҫинчен калакан информаци Федераци патшалӑх информаци тытӑмӗн пӗрлехи базинчи ветеринари енӗпе ĕçлекен пайра тытăнса тăрĕ.
Выльӑхсене маркировка тăвасси ҫинчен калакан закон 2022 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрет тесе палӑртнӑ.
Выльӑхсене шута илмелли йӗркене тата срокĕсене правительство палӑртать.
"Башинформ" информацийĕпе.

Раҫҫейре 2022 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа килти выльăхсене обязательный маркировка тума пултараҫҫӗ
Раҫҫейре 2022 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа килти выльăхсене обязательный маркировка тума пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: