Çулталăк пуçланнăранпа Пушкăрт ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем ӑратлӑ ҫамрӑк выльăх туянма тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма 285 млн тенкӗ субсиди илнӗ.
Кун пек чухне ытларах мӑйракаллӑ шултра выльӑх туяннӑ, пӗлтернӗ регион Ял хуҫалӑх министерствинче. Ведомствӑра республикӑра мӑйракаллӑ шултра выльӑх йышӗ туяннă тӑкаксенчен 50 процент виҫепе, анчах пӗр пуҫшӑн 60 пин тенкӗрен ытла мар субсиди илнине аса илтерчӗҫ.
Аграри ведомствин пуҫлӑхӗ Ильшат Фазрахманов палӑртнӑ тӑрӑх, сӑвакан ĕнесен кӗтӗве ҫӗнетесси — выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре инвестици проекчӗсене пурнӑҫланӑ чухне тӗп факторсенчен пӗри.
Ытларах чухне Пушкăртстанри ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем кӑҫал Раҫҫейри регионсенче ӑратлӑ ҫамрӑк выльăхсене — 37 процент — туяннӑ. Импорт выльӑхӗн тӳпи 34 процент пулнӑ, юлнă 29 проценчӗ — Пушкӑртстанри ăратлă выльăх çитĕнтерекен хуçалăхĕсенчен.
«Башинформ» информацийĕпе.